Чӑваш чӗлхи
![]() Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ. «МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ. Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ. Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет. Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӑватӑ ыйтупа калаҫма планланӑччӗ, анчах виҫҫӗшне кӑна сӳтсе явма тӳр килчӗ. Пӗрремӗш ыйтӑва — Шупашкар хулин тата Патӑрьел район администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна мӗнле пурнӑҫласа пыни пирки — хайхи явап тытмалли ҫынсем килменнине сӳтсе явмасӑр хӑварма тиврӗ. Комисси ертӳҫи Юрий Исаев кун пирки Элтепер администрацине шалӑп ҫырма хушрӗ. Иккӗмӗш ыйтура географи объекчӗсемпе ҫул-йӗр кӑтартмӑшӗсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырассине йӗркелесси пулчӗ. Кунта вара комисси пайташӗсем «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» калакан саккуна улшӑнусем кӗртсе йӗркене пӑсакансене штраф тӳллетермелле тума сӗнчӗҫ. Хайхи кунашкалли пушкӑртсен пур иккен — унта икӗ чӗлхепе ҫырмасан, тӗслӗхрен, должноҫри ҫынсем 2–5 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫыннӑн чӗлхепе ҫыхӑннӑ прависене хӳтӗлеме Элтепер ҫумӗнче ятарлӑ полномочиллӗ ҫыннӑн — чӗлхе омбудсменӗн — должноҫне туса хума сӗнчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӗнетнӗ чарӑну вырӑнӗ Иртнӗ уйӑхра «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвӗ иртнӗ май тӗп хуламӑрта чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетсе тухрӗҫ. Питӗ васкарӗҫ курӑнать — чарӑнусене чӑвашла ятсемсӗр хӑварчӗҫ, вырӑслисенче йӑнӑшсем тукаларӗҫ. Хайхи вырӑсла ҫырнисенчи йӑнӑшсене хӑвӑрт юсаса тухрӗҫ пулсан, чарӑну ячӗсем чӑвашла самай вӑхӑт иртсен те хӑй вырӑнне йышӑнаймарӗ. Паянхи куна илес пулсан пире савӑнмалли, тӳре-шарана мухтамалли сӑлтав пурах. Тинех Шупашкарти чарӑну ячӗсем — вырӑсла та, чӑвашла та. Эпир хамӑр ку лайӑх пулӑма хулан тӗп урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче асархарӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ ытти урамсенче те ҫавнашкалах пуль тетпӗр. Сӑмах май, раштавӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи комиссийӗн 2014 ҫулти иккӗмӗш ларӑвӗ иртмелле. Пӗрремӗш ыйтура унта муниципалитет йӗркеленӗвӗсен — Шупашкар хулин тата Патӑрьел районӗн — администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунне мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен калаҫмалла. Шӑп та шай ҫавӑн тӗлне вырнаҫтарса тухнӑ та пулинех хула администрацийӗ. Ҫавах мухтас пулать — чӑвашла ятсенче йӑнӑшсем курмарӑмӑр. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ. Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Хапӑс шкулӗнче вӗренекен Анастасия Ефремова Регионсем хушшинчи «Хӗрарӑмсем — ӑслӑлӑхра тата вӗренӳре» общество организацийӗ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУ, ЧР Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе ҫулсерен чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвелти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Ӑна ачасене чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑклантарас, калаҫу культурине, пултарулӑха аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑрнар районӗнчи шкул ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Чи маттуррисен ячӗсене район администраци сайтӗнче палӑртнӑ. Районти шкулсенче ҫаксем ҫӗнтернӗ: - Ростислав Анисимов (Пӑртас шкулӗ) - Ольга Васильева (Ҫӗрпел шкулӗ) - Анастасия Ефремова (Хапӑс шкулӗ) - Карина Майорова (Уравӑш шкулӗ) - Диана Михайлова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул) - Кристина Федорова (Кӑмаш шкулӗ) - Раиса Чиркова (Вӑрнарти 1-мӗш шкул) - Полина Петрова (Санарпуҫ шкулӗ). Ҫӗнтерӳҫӗсене ЧПУри акт залӗнче парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкарти чарӑну ячӗ / «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинчен Ӗнер гуманитари ӑслӑлӑхне аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн (2012 ҫулта йӗркеленӗ) черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Геннадий Николаев, институтӑн ертсе пыракан ӑсчахӗ Геннадий Дегтярёв тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ. Калаҫу виҫӗ ыйту тавра пулчӗ: археологи палӑкӗсене паспортласси, чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне кӑларасси тата «Чӑваш Республикинче чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси. Фразеологи словарьне (автор — Фёдоров Георгий Иосифович) илес пулсан ӑна килес ҫул пичетлесе кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫак сумлӑ ӗҫ 45 автор листи йышӑнать, е тепӗр май — 900 страница ытла. Чӑваш чӗлхи пирки калакан саккуна республикӑра икчӗлхелӗхе аталантарма, чӑваш чӗлхине ҫул уҫма йышӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Юрий Исаев ҫак саккуна сӗмсӗррӗн пӑснине, урамри кӑтартмӑшсенче час-часах чӑвашла ҫырма маннине палӑртнӑ. Тӗслӗх пек вӑл тӗнче тетелӗнчи «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене те илсе кӑтартнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Уҫӑ урокра Районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗсене тухӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырасси, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курмалли мультимеди хатӗрӗсене курса пахаласси, пӗр-пӗрин уҫӑ урокӗсене хакласси, малашнехи ӗҫре ырӑ сӗнӳсем парасси вӗсемшӗн — пархатарлӑ ӗҫ. Ҫак ырӑ та сумлӑ ӗҫе туса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ тӑван чӗлхене чунтан юратакансем. Акӑ, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи шкулӗнче «Тӑван чӗлхе урокӗсене Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ ыйтнӑ пек йӗркелесе ирттересси» темӑпа черетлӗ лару пулчӗ. Ларӑва хутшӑнакансем Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен урокӗсене итлерӗҫ, вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» калавӗ тӑрӑх «Ватӑ ҫынна ӑшӑ сӑмах кирлӗ» темӑпа воспитани ыйтӑвӗсене анлӑ ҫутатса паракан пуян содержаниллӗ урок ирттерчӗ. Ачасем калав содержанине ӑнланса пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма пӗлни, хайлав темипе тӗп шухӑшне хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултарни, сӑнарсене тӗрӗс хак пама тӑрӑшни, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫни, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн каласа кӑтартни, ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарни пурне те савӑнтарчӗ те, мӑнаҫлантарчӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ. Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ. Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Гуманитари институчӗн директорӗ Юрий Исаев Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет. Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ. Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн… Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш. Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |